Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕç

Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕç

     Акан 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» вӗренÿ акцийӗ иртрĕ. Диктанта Чӑваш чӗлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă 

   Акцин тĕп тĕллевĕ - халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.  Кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» сăн-сăпачĕ –  Алевтина Семенова, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актриси.

    Советски  шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем диктанта иккӗмӗш мелпе (учитель вуланине итлесе) çырчĕç.

 



Источник: Алексеева Л.Д., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ